Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕ пуçланчĕ

26 мая 2022 г.

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕ пуçланчĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 2022 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет.

Конкурс тĕллевĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси.

Конкурса 7-8-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен иртет. Хутшăнма кăмăл тунă ачасене тата вĕсене ертсе пыракан учительсене конкурс ĕçĕсене çуллахи каникул вăхăтĕнче е авăн уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче хатĕрлеме сĕнетпĕр.

Тимлĕ пулăр, конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне хутшăнакансен заявкисене шкул ертÿçи алă пусса çирĕплетмелле, видеороликсемпе пĕрле район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайне авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла.

Тулли информаципе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пулать.

Ыйтса пĕлмелли мелсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru ; chrio6@cap.ru 

Телефон: 8(8352)45-99-96.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика