00:00 20 января 2011 г.
2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Республикинчи мĕн пур шкул Раççей Федерацийĕн вĕрентъпе наука министерствин 373-мĕш приказне (ăна 2009 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче çирĕплетнĕ) пурнăçа кĕртме тытăнмалла. Ку приказра сăмах пуçламăш шкул вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕ çинчен пырать. Стандарт уйрăмлăхĕсенчен пĕри – кашни вĕренекене урок хыççăнхи ĕç-хĕле 10 сехет таран явăçтарасси.
Çак ĕç мĕнле пулса пымалла? Шкулта мĕнле юхăмсене аталантармалла? Документра палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси еплерех ĕç формисемпе вăй хурсан ăнăçлăрах пулĕ? Тин çеç пичетленсе тухнă «Пуçламăш шкулта урок хыççăнхи ĕç-хĕле йĕркелесси» вĕренъ пособийĕ çак тата ытти ыйтусене хуравлама пулăшĕ. Кĕнекене пĕрремĕш класра урок хыççăнхи ĕç-хĕле йĕркелес методика сĕнĕвĕсене, сехетсене пайланин тата хăш-пĕр мероприятисен тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Пособи çумне панă дискра вĕрентекен мультимедиа хатĕрĕсемпе усă курма материал та тупĕ.
Асăннă кĕнеке Чăваш Республикин вĕренъ институтĕнче йĕркелесе янă «Вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем» ярăмăн пĕрремĕш кăларăмĕ пулчĕ.