Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ» кĕнеке пичетленсе тухрĕ

00:00 16 февраля 2011 г.

Пичетрен «Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна О.А.Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) пухса хатĕрленĕ, хăех редакциленĕ.

Сборника Н.Янкас çырнă сăвăсемпе поэмăсене, калавсене, эпиграммăсене, куçарусене, поэта халалланă хайлавсемпе аса илÿсене, çыравçă пурнăçĕпе çыхăннă документсемпе сăн ÿкерчĕкĕсене кĕртнĕ. Кĕнеке Ю.Сементер çырнă ум сăмахпа пуçланать.

491 страницăллă сборник чăваш литературине вĕрентекене ĕçре пысăк пулăшу парас пирки иккĕленÿ çук, мĕншĕн тесен кĕнекене Н.Янкас мĕн çырнине пурне те кĕртнĕ.

Шел те, кăларăма шкул ачисен библиотекине сĕнме май килмест, мĕншĕн тесен тĕрлĕрен йăнăш тĕл пулать. Вĕсенчен ытларахăшĕ – орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем.

Тĕслĕхрен, вулакан куçне псевдонимсене вырăсла çырни (Семендер, Эльгер, Янгер, Хирбю) курăнать. 230–231 страницăсем хушшине вырнаçтарнă сăн ÿкерчĕкĕсем çумĕнчи комментарисенче Янкас, Алакер (к сас палли лартса та), Янгас, Алагер (г сас паллипе те) çырнă. Ахальлĕн (çемçелĕх паллипе) çырас вырăнне кивĕлле (ахаллĕн) янă (198 стр.)

Пĕрле, уйрăм тата дефиспа çырассине те йĕркелесе çитермен. Акă шаклапуç, чуптунă (пĕрле) çырнă (115, 116 стр. пăхăр). 106 страницăра çулпуç (пĕрле), 124 страницăра çул-пуç (дефиспа) тăрать. 11-мĕш страницăра тăк союз умĕн дефис лартнă. Ентеш-сăвăç (дефиспа), пирĕн ентеш Нестор Янкас (уйрăм) çырни хирĕçÿллĕ.

Пунктуацие кивĕлле хăварнă вырăнсем те пур: Шел сире, кăна пĕлнĕ пулсан, аннÿн сире çут тĕнчене те çуратса ямалла пулман (199 стр.). Казаксем: есть! тесе чеç пачĕç те, хыçри пÿлĕме тухрĕç (196 стр.).

Нестер Кириллович Янкас пултарулăхĕ ХХ-ХХI ĕмĕрсенче пурăннă тата паян пурăнакансен хаклавĕнче тени (275 стр.) вырăсла.

Йăнăшсем, паллах, халь каланисем кăна мар. Вĕсене кĕнекепе шкулта усă курнă чухне шута хумалла. Ачасене асăрхаттарса хуни те чармасть.

 

Заведующий кафедрой чувашского языка и литературы Ю.М. Виноградов

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика