00:00 05 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Вĕренÿ институтне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 60 ытла учитель çавра сĕтеле пухăнчĕ – чăваш шкулĕнче ĕçлекенсем те, вырăс шкулĕнче ĕçлекенсем те.
Çавра сĕтелте калаçу «Çĕнĕ вĕренÿ стандартне пурнăçа кĕртнĕ май чăваш чĕлхипе тата литературипе ĕç программисем хатĕрлесси» тема тавра пычĕ.
Ĕç программи çырнă опытпа Г.В.Абрамова (Шупашкар, 59 шкул), А.П.Игнатьева (Шупашкар, 12 шкул), Н.А.Краснова (Çĕнĕ Шупашкар, 6-мĕш гимнази), Т.Г.Кудряшова (Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси шкулĕ), Е.И.Иванова (Канаш районĕ, Пикшик шкулĕ) тата ыттисем те паллаштарчĕç.
Учительсен шухăшĕпе, тĕслĕх ĕç программисене шкулсен, Вĕренÿ институчĕн сайчĕсенче вырнаçтармалла.
Чăваш шкулĕсем валли ĕç программисене ушкăнпа çырма килĕшсе татăлчĕç:
чĕлхепе
5 класс валли Канаш районĕ тăвать,
6 класс валли – Çĕмĕрлепе Комсомольски районĕсем,
7 класс валли – Çерпÿ районĕ,
8 класс валли – Вăрмар, Патăрьел районĕсем;
литературăпа
5 класс валли – Канаш районĕ,
6 класс валли – Канаш районĕ,
7 класс валли – Канаш районĕ,
8 класс валли – Сĕнтĕрвăрри районĕ,
9 класс валли – Йĕпреç районĕ.
Районсенче пĕтĕм ĕçе методика пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕсем тата методистсем ертсе пырĕç.