Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пичетрен «Пуплев культурин çивĕч ыйтăвĕсем» кĕнеке пичетленсе тухрĕ

00:00 18 мая 2011 г.

Пичетрен «Пуплев культурин çивĕч ыйтăвĕсем» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Кĕнекене И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ доценчĕ А.Е.Горшков çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцийĕн материалĕсене кĕртнĕ.

Сборника чăваш чĕлхипе литературине шкулта вĕрентес ыйтусене халалланă статьясем пур. 162 страницăллă статьясен пуххи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсее ĕçре пысăк пулăшу парас пирки иккĕленÿ çук, мĕншĕн тесен кĕнекере вĕрентекенсем хăйсен ĕç опытĕнчи тĕслĕхсемпе паллаштараççĕ. Чăваш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентесси пирки Албутова Н.М., Ефатерова Л.Н., Зайцева В.Г., Круглова Н.Н., Леонтьева З.И., Михайлова Е.М., Табакова М.С., Шандимирова Н.В. каланă шухăшсем ачасен творчествăллă ĕç-хĕлне, ĕçлес хастарлăха, пухнă пĕлÿсене тивĕçлĕ ĕçре тĕрĕслесе пăхас ăслайсем çинчен калаççĕ.

Вырăс шкулĕпе çыхăннă статья авторĕсем – Баринова С.И., Вакку М. И., Васильева Л.М., Васильева А.М., Игнатьева А.П., Ишова А.В., Леонтьева Н.Г., Назарова Г. М., Николаева Л. П., Аввакумова В. М., Никонорова В. Ф., Романова Р. Г., Морушкина В.В., Федотова Л.А. – ачасене чĕлхе тĕрĕслĕхне, уçăмлăхне туйма, калаçас туртăмĕсене аталантарма пулăшакан мелпе меслетсене тишкереççĕ.

Денисова Т.В., Абязова Л. А., Волкова А. В., Косова И. С., Лялина Л. В. тĕпчевĕсем учительсемпе тĕпчевçĕсене паянхи кун кăларса тăратнă ыйтусем тавралла шухăшлама хистеççĕ.

 

 Информацийе хатĕрлекенĕ чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Н.Г.Иванова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика