Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кабинетсен конкурсĕ хыççăн калас килет

00:00 01 июня 2011 г.

Конкурс шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсене пуянлатас, илемлетес енĕпе чарăнмасăр ĕçленине çирĕплетрĕ. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем те курăнчĕç.

1.       Нумай шкул тăратнă документсенче вырăсла çырас туртăм палăрать.

2.       Чăвашла çырнă материалта пуплев, грамматика тата ытти йăнăшсем нумай. Тĕслĕхрен: методикăлла ĕçсем (методика ĕçĕсем темелле), урока валли пайласа хунă ĕçсем (урок валли темелле), халăх йăли урлă воспитани парасси (танл.: халăх йăлипе усă курса воспитани парасси), çын тăвас ĕç (çын тăвасси), зачет-урок (дефиссăр çырмалла), урок-концерт тени вырăсла концерт урок темелле; танл.: экскурси урок, диспут урок, суд урок т.ыт.те); тĕррисене хам алăпа тунă (пĕрре курса иртнĕ вăхăт форми кирлĕ); çын çичĕ пиллĕ пулсан, вăл çичĕ ют пулсан та тăван (запятой кирлĕ мар) т.ыт.те.

3.       Хăш-пĕр шкул кабинетĕнче орфографи словарĕн кивĕ кăларăмĕсене тытаççĕ. «Чăваш чĕлхин орфографине шкулта вĕрентесси» меслет кĕнекисĕр кабинетсем сахал мар.

Чылай кабинетра Чăваш Республикин гимнĕн сăмахĕсене çырса панă, анчах пуçласа юрламалли сăмахсен иккĕмĕш йĕрки хыççăн запятой лартман, хушса юрламалли йĕркесенче çĕршыв пĕрле çырнă – дефиспа (çĕр-шыв) çырас пулать.

Кăтартнă йăнăшсене мĕн пур кабинетра тÿрлетесчĕ, малашне документсене васкамасăр, тимлĕрех хатĕрлесчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика