00:00 08 сентября 2011 г.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ Л.Г.Петрова хатĕрленĕ «Текст: тишкерÿ ыйтăвĕсем, ĕçсем» (Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательство центрĕ, 2011. – 143 с.) вĕренÿ кĕнеки пичетлесе кăларчĕ. Унпа чăваш шкулĕн 6-9 класĕсенче вĕренекенсем урокра, килте усă курма пултараççĕ.
Текстсем содержанийĕпе, тĕп шухăшĕпе нумай енлĕ – çынна хисеплеме, Тăван çĕр-шыва юратма, çут çанталăка упрама т.ыт. те вĕрентеççĕ.
Текстсем çумĕнчи ĕçсем чăваш чĕлхи программипе мĕн вĕреннине аса илме, çирĕплетме, текст тăвас пултарулăха аталантарма пулăшаççĕ.
Кĕнекене Институтăн издательство центрĕнче туянма пулать. Хакĕ – 67 тенкĕ.