Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ФГОС çулĕпе

00:00 16 сентября 2011 г.

2011 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри «Ĕç программинче пĕлÿ тата хутшăну илмелли пур енлĕ вĕренÿ ĕçне-хĕлне уçса парасси» темăпа семинар ирттерчĕ. Семинара  чăваш шкулĕн 5-11-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен 20 учитель хутшăнчĕ.

Семинарта сăмах ĕç программин содержанийĕпе тытăмĕ тата терминологи çинчен пычĕ. Учительсем ФГОСпа  çыхăннă пĕтĕмĕшле тата уйрăм ыйтусене пăхса тухрĕç, хатĕр программăсемпе паллашрĕç.

Час-час усă куракан тĕп терминсен çакнашкал варианчĕсене сĕнчĕç:

пĕлÿ илмелли пур енлĕ вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ (познавательные универсальные учебные действия);

хутшăнăва кĕмелли пур енлĕ вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ (коммуникативные универсальные учебные действия);

пайăррăн пĕлÿ илмелли пур енлĕ вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ е кашни ачан хăй тĕллĕн пĕлÿ илмелли  пур енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ (личностные универсальные учебные действия);

кашни ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлÿ илмелли пур енлĕ вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ (регулятивные универсальные учебные действия);

вĕренÿ результачĕн кашни ачара пулмалли кăтартăвĕсем (личностные требования  к результатам освоения).

Хатĕр программăсене Институт сайтне вырнаçтарма килĕшсе татăлчĕç. Тĕслĕхрен, çывăх вăхăтра, Канаш районĕн Татмăш шкулĕнче ĕçлекен В.Н.Григорьевăн 5-мĕш класра чаваш чĕлхи  вĕрентме çырнă ĕç программипе паллашма пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика