00:00 03 октября 2011 г.
2011 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшчен Вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи пирвайхи курсĕ иртрĕ. Ку курсра çĕнĕлĕх нумай пулчĕ. Вăл программăра та, модульсенче те палăрать.
Курсантсем ĕнентернĕ тăрăх, вĕренÿ питĕ усăллă пулчĕ. Учительсем лекцисемпе практика занятийĕсенче хальхи шкулта кирлĕ пĕлÿпе хăнăху илчĕç. Муркаш районĕн Шомик шкулĕнче уроксем, класс тулашĕнчи мероприяти курчĕç. Шкул директорĕ Т.М.Майорова, «Чăваш фонетикине 5-мĕш класра вĕрентесси» кĕнеке авторĕ, 9-мĕш класра «Лирика текстне тишкересси» темăна уçса пачĕ. Урокра ачасем хăйсен ентешĕн Леонид Фадеевăн сăввисене, ун сăмахĕсемпе çырнă юрăсене итлесе тишкерчĕç, поэта ыйтусем пачĕç.
Шомик шкулĕн 5-мĕш класĕнче Шатракасси шкулĕн учительници О.А.Вишнева А.Ĕçхĕл çырнă «Анне» сăвă тăрăх ирттернĕ урокра ачасене нумай енлĕ ĕçлеттерме май пуррине кăтартрĕ. О.А.Вишнева – чăваш литературине вĕрентес енĕпе кăларнă нумай кĕнеке авторĕ.
Чи интересли вара Л.Ф.Фадеев сăввисемпе хатĕрленĕ пултарулăх каçĕ пулчĕ. Кунта ачасем поэт сăввисене вулассипе конкурс ирттерчĕç, учительсем сăвăç сăмахĕсемпе çырнă юрăсене юрларĕç.
Курсра питĕ хастар учительсем пулчĕç. Вăхăта усăллă ирттерме май тупрĕç – театрсене, музейсене çÿрерĕç.
Курс пĕтернине çирĕплетекен свидетельство та халь çĕнĕ йышши – хытă хуплашкаллă.