00:00 04 октября 2011 г.
Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри Сире Канаш районĕн пĕтĕмĕшле пĕлъ паракан «Вăтакас Татмăш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» муниципалитет бюджет вĕренÿ учрежденийĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Вера Николаевна Григорьева çырнă ĕç программипе паллашма сĕнет. Программăна 5-мĕш класра чăваш чĕлхи вĕрентме тесе хатĕрленĕ.
Ĕç – Вера Николаевна хăй ăнланнă пек çырнăскер, çапах программăпа ытти учительсем харпăр хăй валли тĕслĕх вырăнне творчествăллă усă курма тивĕçлĕ. Ёавăнпа кашни учителĕн программи шăп та лăп Вера Николаевнăнни пек мар, хăйне ĕçре юрăхлă программа пулмалла.
В.Н. Григорьевăн программине, çитменнине, ахаль те улшăнусем кĕртме тивет. «Программа (вĕренъ) содержанийĕ» пайра (32 - 35 стр.), тĕслĕхрен, параграф номерĕсене сиктерсе хăварнă вырăнсем пур. Тест хуравĕсем (37 – 39 стр) кашни ыйтупах 4 ваиантлă пулмалла.
Шкулĕн чăвашла ятне автор çырнă формулировкăпах хăваратпăр, мĕншĕн тесен ку шаблонпа усă курма власть органĕсем сĕнеççĕ.