Чăваш чĕлхипе литератури учителĕсене чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă «Çĕр поэчĕ: Ухсай Яккăвĕн пултарăвĕнчи хресчен тата çĕр шăпи» регионсен пĕрлехи ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцине хутшăнма чĕнетпĕр.
Конференцие ирттерекенсем: Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Вырăнĕ: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Лару залĕ.
Вăхăчĕ: чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕ, 14 сехет; чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче 9.00 сехет.
Секцисем 13.00 сехетре ĕçлеме тытăнаççĕ.
Конференцие хутшăнакансем: тĕпчевçĕ филологсем, практик филологсем, чăваш çыравçисем, илемлĕ фильм (спектакль) режиссерĕсем, издательство ĕçченĕсем тата ыттисем те.
Конференцире çак ыйтусене сăтсе яваççĕ:
– Ухсай Яккăвĕ тата чăваш ÿнерĕ.
– Ял çынни: иртнипе хальхи вăхăтри шăпи.
– Ухсай Яккăвĕн пултарулăхĕ тата чăваш литературин малашлăхĕ.
– Ухсай Яккăвĕн пултарулăхне шкулта вĕрентесси.
– Ухсай Яккăвĕн илемлĕх тĕнчи.