00:00 13 января 2012 г.
Кăрлачăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе патшалăхăн пĕрлĕх экзаменне ирттерме хатĕрлес тĕллевпе пĕрремĕш семинар иртрĕ. Семинар ĕçне республикăмăрăн тĕрлĕ районĕнчен 12 учитель хутшăнчĕ. Занятисене Ю.М.Виноградовпа Н.Г.Иванова доцентсем ирттерчĕç. Вĕсем экзамен тĕллевĕсемпе, тĕрĕслев материалĕн тытăмĕпе тата содержанийĕпе паллаштарчĕç.
Учительсем экзамена кĕртнĕ кашни ыйтупа ĕçе пайăррăн пăхса тухрĕç, ачасен ĕçне хакламалли критерисене тишкерчĕç. Семинарта сĕнÿсем те пулчĕç: 1) А12 ĕçĕн условине уçăмлăрах çырмалла; 2) чăваш чĕлхипе литература предмечĕсемпе экзамен уйрăммăн ирттермелле (çакă учительсене тĕллевлĕрех ĕçлеме май парĕччĕ).