00:00 30 января 2012 г.
Чăваш кĕнеке издательстви типографийĕнчен чăваш шкулĕн 8 – 9 класĕсем валли хăнахтару пуххи (Виноградов Ю.М. Хăнахтару пуххи: 8 – 9 классем валли / Ю.М.Виноградов. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2011. – 175 с.) пичетленсе тухрĕ. Ăна шкулсене ярса панă тата «Книжные новинки» кĕнеке магазинĕсене çитернĕ. Сутлăхри хакĕ – 167 тенкĕ. Пысăк хак кĕнекен тиражĕ сахал пулнипе çыхăннă. Тираж чăнах та пĕчĕккĕ – 2 пин экземпляр кăна.
2-мĕш кларăмпа (2008) танлаштарсан хвльхи кăларăмра экзамен материалне пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Пĕр тĕп членлă предложенисемпе, тулли мар предложенисемпе çыхăннă материала учебник концепцине пăхса улăштарнă. Чĕлхе комиссийĕ йышăнăвне шута илсе союзсăр хутлă предложени термин вырăнне çыхăну паллисĕр хутлă предложени термин кĕртнĕ. Унчченхи пекех, грамматика йăнăшĕсене тупса тÿрлетмелли хăнăхтарусем сĕннĕ.