Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш шкулĕн 1-мĕш класĕнче ĕçлекенсене пĕлсе тăма!

00:00 09 апреля 2012 г.

Чăваш шкулĕн 1-мĕш класĕнче ĕçлекенсене пĕлсе тăма!

Çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн пуçламăш шкулта кашни вĕренÿ çулĕ вĕçĕнчех ачасен пĕлĕвне: хăнăхăвĕсене пур енлĕн тĕрĕслеме палăртнă. Çакна шута илсе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕсем А.Р. Кульева тата О.Г. Кульев нумаях пулмасть «Пĕтĕмлетÿ тĕрĕслев ĕçĕсем» ятпа ятарлă пособи хатĕрлесе кăларчĕç.

Пособие (вăл хăйне евĕр комплект) чăваш шкулĕнче пĕрремĕш класс пĕтерекенсен пĕлĕвне хакламалли тĕрĕслев ĕçĕсем (икĕ вариант) тата учитель валли хатĕрленĕ методика сĕнĕвĕсем кĕртнĕ. Ĕçсене системăллă панă% ача вуласа паллашмалли текст: ун çумне – вулав: чăваш чĕлхи: математика: пирĕн тавралăх урокĕсенче ăса хывнă пĕлĕве тĕрĕслемелли заданисем. Ку ĕçсене пурнăçласа шкул ачи вĕренĕвĕн универсаллă тăвăмĕсене (универсальные учебные действия) хăй мĕн тери алла илнине кăтартса парать. Вĕсен шутне текста вуласа содержанине ăнланасси: текстра кирлĕ информаци шыраса тупса унпа тĕрĕс те вырăнлă усă курасси: уроксенче илнĕ пĕлĕве кулленхи пурнăçпа çыхăнтарасси тата ытти те кĕрет.

Методика сĕнĕвĕсем вĕрентекене панă ĕçсен тĕллевне: тытăмне: содержанипе формин хăй евĕрлĕхĕсене ăнланма: тĕрĕслеве кирлĕ пек ирттерме: хаклама пулăшĕç.

Апрель вĕçĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви пĕрремĕш класс пĕтĕрекенсен ÿсĕмĕсене çакăн йышши материалпа тĕрĕслеме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика