Кашни çул ирттерекен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн кăçалхи уявĕ ака (апрель) уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ.
«Чăвашлăх тĕнчи» номинацире шкул ачисем виçĕ темăпа тĕпчев ирттерсе хăйсен çитĕнĕвĕсене презентаци мелĕпе ăнлантарса пачĕç:
1) «Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх».
2) «Степан Максимовпа Федор Павлов – чăвашсен пирвайхи композиторĕсем».
3) «Н.И. Ильминскипе В.К. Магницкий – халăхсене çутта кăларакансем».
Ку номинаципе 18 ачаран пултарулăх кăтартса малти вырăн йышăнакансем çаксем пулчĕç:
Семенова Алина (Канаш районĕн Энтриел шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен; ертсе пыраканĕ Ирина Петровна Федорова учитель) – 1-мĕш вырăн;
Никифорова Кристина (Комсомольски районĕн Хирти Явăш шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен; ертсе пыраканĕсем – Валентина Германовна Зайцева, Лариса Ивановна Никифорова учительсем) – 2-мĕш вырăн;
Тихонов Александр (Красноармейски районĕн Пикшик шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен; ертсе пыраканĕ – Тихонова Людмила Анатольевна учитель) – 3-мĕш вырăн.
«Çăлтăрчăк» номинацире вырăс шкулĕнче вĕренекенсем тупăшрĕç. 17 ача хутшăннă тупăшура çак ачасем мала тухрĕç:
Леонтьева Дарья (Шупашкар хулин 39-мĕш шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен; ертсе пыраканĕ Алина Викторовна Тихонова учитель) – 1-мĕш вырăн.
Алюкова Ксения (Шăмăршă вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренкен; ертсе пыраканĕ – Людмила Алексеевна Семенова учитель) – 2-мĕш вырăн.
Шингалова Анастасия (Комсомольскин 2-мĕш шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен; ертсе пыраканĕ – Светлана Григорьевна Индюкова учитель) – 3-мĕш вырăн.
Çĕнтерÿçĕсене, вĕсен ертÿçисене чĕререн саламлатпăр!