00:00 25 апреля 2012 г.
2012 çулхи ака уйăхĕн 16-21-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕнче Пушкăрт Республикин чăваш шкулĕсен ертÿçисен 12 çынран тăракан туслă делегацийĕ стажировка иртрĕ. Пушкăрт Республикинчен 80 чăваш шкулĕ ячĕпе килнĕ хăнасем тăванла Шупашкарта тата Шупашкар районенче тĕрлĕ тĕл пулăва, меропириятие хутшăнчĕç.
Малтанхи ĕçлĕ калаçура чăваш чĕлхипе литератури кафедрин преподавателĕсем, хамăр министерствăн тĕп специалисчĕ И.В.Ядранская хăнасане республикăн шкул пурнăçĕпе, тăван чĕлхепе литератрăна вĕрентессинчи çĕнĕлĕхсемпа паллаштарчĕç. Кашни хăна хăй ертсе пыракан шкул пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ.
Институт инçетрен килнĕ ĕçтешсене учебниксемпе хрестоматисен авторĕсемпе, Наци библиотекин чăваш кĕнеки уйрăмĕнче ĕçлекенсемпе калаçма май тупса пачĕ.
Шупашкар районĕн Тренкасси, Шупашкарăн 10-мĕш шкулĕсенче ирттернĕ тĕл пулусем те асра юлчĕç: делегаци уçă уроксем курчĕ, тĕрлĕ предмета вĕрентнĕ май чăваш чĕлхипе усă курас тĕллевпе пыракан экспериментпа паллашрĕ. Шкул директорĕсене чăваш тата вырăс шкулĕн паха опычĕпе тĕрлĕ енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ тыткăнларĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче, «Атăл-Волга» издательство çуртĕнче чăваш ачисем валли, учительсем валли мĕн-мĕн пичетление кĕрет курма май килчĕ.
Хăнасене музейсемпе паллаштартăмăр: Шуршăлта А.Г.Николаев ячĕллĕ космонавтика музейĕпе, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн Иван Яковлев музейĕпе.
Кашни каç культура учрежденийĕсене кайма, концертсене, театра, филармоние çÿреме те вăхат тупăнчĕ. Чăваш юрри-ташшине, куравĕсемпе спектаклĕсене курса хаклă хăнасем чун-чĕререн савăнчĕç. «Чăваш чĕлхин илемлĕ янăравĕ, сăвви-юрри чуна уçрĕ, куçран куççулĕ каларчĕ. Хамăр чăваш пулнăшăн мухтанма, мăнаçланма пултаратпăр», – терĕç Пушкăрт ен чăвашĕсем.
Шкул директорĕсем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе, Чăваш патшалăх педагогика институчĕпе туслă çыхăнусем малалла тăсăлччĕр тесе килĕшÿсем турĕç. Чăваш наци конгресĕнче пулса хăйсен чун ыратăвĕсене пĕлтерчĕç, пулăшу ыйтрĕç.
«Тăхăмсен çĕр-шывĕнчи вĕренÿ, культура ĕç-хĕлпе паллашни пире хамăр ĕçре пысăк пулăшу парĕ. Пушкăрт Республикин чăваш шкулĕсенче чăваш сассине пĕтме парас марччĕ. Куншăн малалла та ырми-канми тăрăшăпăр!» – тесе уйрăлчĕç шкул ертÿçисем.