00:00 08 июня 2012 г.
2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче, республикăра, чăваш шкулĕн11-мĕш класне пĕтернĕ çăмрăксем чăваш чĕлхипе тата литературипе пирвайхи хут республикăн пĕрлехи экзаменне (РПЭ) тытрĕç. Экзамена пĕтĕмпе 14 ача хутшăнчĕ.
Экзамен результачĕсем аван. Ачасем чăваш чĕлхин фонетикипе грамматикине тата текстпа çыхăннă ыйтусене шкул программи шайĕнче аван кăтартма пултарчĕç, сочинени те (ĕçĕн С пайĕ) лайăх çырчĕç.
Чи лайăх ĕçе эксперт комиссийĕ 90 балл лартрĕ. Кун чухлĕ балпа ĕç «5» палла тивĕçтерет. Чи сахал баллă ĕç те (71) чи пысăк паллă картинчех юлать..
Тăван чĕлхепе тата литературăпа экзамен тытма кăмăл тунăшăн, тивĕçлĕ условисем туса панăшăн нумай çынна ырласа тав тăватпăр – 11-мĕш класс ачисене те, вĕсене вĕрентнĕ учительсене те, шкул ертÿçисене те, ачасен ашшĕ-амăшне те тата ыттисене те.
Пурсăра та ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ĕçĕр малашне те ăнса пытăр.