Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Каллех çĕнтерÿпе!

00:00 28 августа 2012 г.

Каллех çĕнтерÿпе!

Раççей шайĕнче тăван чĕлхе учителĕсен ăста урок конкурсне ирттерес йăла çирĕпленчĕ. Чăваш Республикин тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем çак мероприятие улттăмăш хут хаваспах хутшăнаççĕ. Раççей шайĕнчи ĕçе хутшăнма çăмăлрах пултăр тесе кашни икĕ çулта Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ чăваш чĕлхине вĕрентекенсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсне ирттереççĕ. Чăваш Республикин ятне хÿтĕлеме Саранск хулине кăçал 2012 çулхи конкурс çĕнтерÿçи Муркаш районĕн Калайкассин вăтам шкулĕн учителĕ Степанов Александр Марсович тухса кайрĕ.

 Конкурса хутшăнакансем малтан Мускавра куçăмсăр тур тухаççĕ. Вăл тура тухма конкурсантсем «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссе, учитель хăйĕн ĕçне тишкерсе çырнă справка, вырăсла çырнă урок конспекчĕсемпе класс тулашĕнче иртнĕ мероприятисен сценарийĕсене, пичетленсе тухнă кĕнекесемпе статья оттискĕсене ярса параççĕ. Кирлĕ чухлĕ балл пухсан вара куçăмлă тура хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс тĕллевĕ чăваш тата вырăс халăхĕсен культура хутшăнăвне танлаштарса вĕрентмелли тĕп мелсемпе меслетсене кăтартса парасси пулчĕ. Тĕрлĕ халăхăн чĕлхине, культура хутшăнăвне шута илни паллаштару карточкинче те, «Манăн регион, манăн шкул, манăн педагогикăри ĕç-хĕл” презентацире те, наци тумĕн хăй евĕрлĕхĕнчи чи ăнăçлă енĕсене ăнлантарса панă чухне те палăрчĕ.

Учителĕн ачасем вырăс чĕлхипе илнĕ пĕлÿ çине таянса çĕнĕлле вĕрентнине кăтартса памалла. Видеоурок çĕнĕ технологисемпе усă курнипе пĕрлех професси ăсталăхне, танлаштаруллă-шайлаштаруллă методика тĕшшийĕн чи паллă саманчĕсене тишкерсе памаллаччĕ.

Кăçалхи ăста урок уявне Мордва Республики Раççей халăхĕсемпе пĕрлешнĕренпе 1000 çул тултарнине халалланă. Учительсен ăста урокĕ Саранск хулинче 2012 çулхи авăн уйăхĕн 21-24-мĕшĕсенче иртрĕ. Раççейри тăван чĕлхене вĕрентекенсен конкурсĕнче тăван чĕлхепе тата вырăс чĕлхипе вĕрентекен 24 регионран 36 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕри – пирĕн ентеш Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен А.М.Степанов - çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ, Чăваш Республикин ятне çÿле çĕклерĕ. Александр Марсович пур номинацире те нумай балл пухрĕ „Методикăри хăйне евĕрлĕхпе çĕнĕлĕхсем” номинацире чи мала тухрĕ.

1-мĕш степĕньлĕ диплома пирĕн учителе Мордва Республикин оперăпа балет театрĕн сцени çинче Раççей Федерацийĕ халăхĕсен Ассамблейин Совечĕн председателĕ Р.Г.Абдулатипов пачĕ.

Çивĕч кĕрешÿре çĕнтернĕ маттур чăваш учительне тав сăмахĕ калатпăр, çĕнтерÿçĕ пулнă ятпа саламлатпăр!

 

Çĕнтерÿçе ăслăлăх енчен ертсе пыраканĕ,

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ Н.Г.Иванова

 

Фоторепортаж

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика