Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнтерÿçе саламларĕç

00:00 29 августа 2012 г.

Çĕнтерÿçе саламларĕç

2012 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕн ăслăлăх канашĕн залĕнче «Тăван чĕлхе учителĕсен Раççей шайĕнчи конкурсĕ» çавра сĕтел пулчĕ.

Унта чăваш тата вырăс чĕлхи вĕрентекенсем çавра сĕтелте 2012 çулхи «Ăста урок» конкурсăн çĕнтерÿçипе ЧР Муркаш районĕнчи Калайкасси вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи учителĕпе Александр Марсович Степановпа усăллă калаçу пулса иртрĕ.

Çавра сĕтеле Вĕренÿ институчĕн ректорĕ Е.В. Казакова доцент уçрĕ. Ректор тăван чĕлхе учителĕсен конкурсĕ ятарлă конкурс пулнине палăртрĕ. Вĕренÿ министерствин тĕп специалисчĕ И.В. Ядранская конкурс историне уçрĕ.

Паян кунччен Чăваш Республикинчен конкурса Шупашкар районĕн Кшавăш шкулĕнче ĕçлекен Е.А. Майков учитель, Шупашкарăн 12-мĕш шкулĕнче ĕçлекен А.П. Игнатьева, Шупашкарăн 59-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен Г.В. Абрамова, Йĕпреçĕн 1-мĕш шкулĕнче ĕçлекен А.А. Ядрицова, Шупашкар хулин 50-мĕш шкулĕнче ĕçлекен М.Н. Печникова хутшăннăччĕ. Пурте вĕсем мĕнле те пулин номинаци çĕнтерÿçисем пулчĕç. Г.В. Абрамова пĕтĕмĕшле 2-мĕш, А.А. Ядрицова 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ.

«Ăста урок» конкурс кăçал Мускавра мар, Мордва Республикин тĕп хулинче Саранскра иртрĕ. Саранск чăваш чĕлхи учительне мĕнле кĕтсе илни, тавлашу мĕнле хĕрÿ пулни çинчен А.М. Степанов çĕнтерÿçĕ тата унăн ăслăлăх ертÿçи Н.Г. Иванова каласа пачĕç.

Çавра сĕтеле хутшăнакансем çĕнтерÿçе салам сăмахĕсем каларĕç, ыйтусем пачĕç.

 

Фоторепортаж

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика