Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăваш чĕлхипе литератури» – иккĕмĕш специальность

00:00 06 сентября 2012 г.

            Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче професси енчен иккĕмĕш («Чăваш чĕлхипе литератури») специальность паракан программа ĕçлет.

            Программа 11 предметран тăрать. Тĕп предметсем – «Хальхи чăваш чĕлхи», «Чăваш литературин историйĕ», «Чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика», «Чăваш литературине вĕрентмелли методика». Кунсăр пуçне программăра специальноçпа тачă çыхăннă предметсем («Пĕтĕмĕшле чĕлхе вĕрентĕвĕн никĕсĕсем», «Чăваш диалектологийĕ», «Чăваш фольклорĕ») пур. Учитель профессине тивĕçлĕ шайра тытса пыма курсантсене «Педагогикăн паян куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем» тата «Патшалăхăн хальхи вĕренÿ политики. Вĕренÿ стандарчĕ» модульсем сĕнетпĕр.

            Чăваш чĕлхипе тата литературипе экзамен, ытти предметсемпе зачетсем тытмалла. Зачетпа экзамен сехечĕсене шута илмесен программăна 544 сехетре вĕренсе пĕтермелле. Курс кĕрет (очно), кĕретсĕр (заочно) тата дистанци вĕрентĕвен мелĕсемпе иртме тивĕç. Преподавательсем курсантсене лекцисем вулĕç, практика занятийĕсенче ĕçлеттерĕç.

            Курса ăнăçлă пĕтернисене федераци шайĕнче çирĕплетнĕ формăпа ятарлă диплом параççĕ.

            Вĕренÿ ăнăçлă пуçланса кайтăр тесен курсра сахалтан та 15 çын пулмалла. Малатан шутланă тăрăх, курсшăн 20-25 пин тенкĕ тÿлемелле.

            Пирĕн курс программипе çĕнĕ специальность илес текенсен ректор ячĕпе (Елизавета Васильевна Казакова доцент) заявлени çырмалла, заявленипе пĕрле аслă пĕлÿ пуррине çирĕплетекен документăн копине, ĕç кĕнекин копине, ĕçрен справка тата 3х4 размерпа 3 сан ÿкерчĕкĕ тăратмалла.

 

            Пирĕнпе çыхăнмалли çул-йĕр:

            телефон (8352) 58-47-46; 89278434582, 89061304778

            e-mail chrio11@cap.ru

           

 

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн

 чăваш филологийĕпе этнокультурин

 кафедрипе лабораторийĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика