00:00 04 октября 2012 г.
Учитель кунĕ умĕн Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен харăс виçĕ ушкăнĕ вĕренчĕ: вĕсенчен пĕри курс пуçларĕ, иккĕшĕ пĕлÿпе хăнăху туяннине çирĕплетекен документсем илчĕ.
Юпа уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче – дистанци курсне çырăннă учительсем Интернетра çыхăну тытма, вĕренÿ материалне илсе кирлĕ пек хуравлама хăнăхрĕç.
3-мĕш числора чăваш шкулĕн учителĕсем 5-мĕш класра «Сăмах вырăнне çÿрекен пĕрлешÿсем» темăна мĕнле вĕрентес пирки канашларĕç. Семинара пухăннисене Ю.М.Виноградов доцент чăваш чĕлхинче ăнлава сăмах майлашăвĕпе палăртас туртăм пуррине уçса пачĕ, икĕ уроклăх 14 хăнăхтару сĕнчĕ.
Юпа уйăхĕнче пĕр тулли курс хăй ĕçне пĕтерчĕ. Кунта чăваш шкулĕн тăван чĕлхепе литература учителĕсем ФГОС вăя кĕртнĕ тапхăрта ĕçлеме хатĕрленчĕç.
Хисеплĕ ĕçтешĕмĕрсем!
Сире пурсăра та Учитель кунĕ ячĕпе саламлатпăр! Ĕçĕрте ăнăçу хыççăн ăнăçу пултăр! Ĕмĕтĕрсем тулса пыччăр!