Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ачасен харкамлăх, пĕрлĕхлĕ тата хăйне йĕркелесе пĕлÿ илмелли пултарулăхне аталантарасси» темăпа семинар иртрĕ

00:00 06 декабря 2012 г.

«Ачасен харкамлăх, пĕрлĕхлĕ тата хăйне йĕркелесе пĕлÿ илмелли пултарулăхне аталантарасси» темăпа семинар иртрĕ

Чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабараторийĕ раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Ачасен харкамлăх, пĕрлĕхлĕ тата хăйне йĕркелесе пĕлÿ илмелли пултарулăхне аталантарасси» темăпа семинар ирттерчĕ. Семинара Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 73 учитель пухăнчĕ.

Пухăннисем Федераци стандарчĕ вăя кĕнĕ тапхăрта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентессин тĕллевĕсене, задачисене, содержанине системăламалли çул-йĕре палăртрĕç. Çавна май пур пек пĕлÿпе тата хăнăхупа усă курма вĕрентмелли мелсен уйрăмлăхĕсене, сăлтавламалли хăнăху ăслайĕсене тупрĕç. Объектпа субъект хутшăнăвĕнчи тухăçлă тата тухăçсăр технологисен мелĕсемпе меслечĕсене тишкерчĕç. Вĕренÿри тĕрлĕ технологи хушшинчи çыхăнусене асăрхама, çав мелсемпе ачасен ас тăвăм ирĕклĕхне, тимлĕхне, фантазине аталантармалли, тĕрлĕ танлашару туса шухăшлама, пĕтĕмлетÿ тума вĕрентмелли мелсене тарăнлатрĕç.

Пайăррăн пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕн (кашни ачан хăй тĕллĕн пĕлÿ илмелли ĕç-хĕлĕн) хăнăхăвĕнчи ачасен астăвăм ирĕклĕхне, тимлĕхне, фантазине аталантарма, тĕрлĕ танлашарусем туса шухăшлама, пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентмелли хăнăхтарусене палăртрĕç.

Кашни ача хăйне хăй йĕркелесе пĕлÿ илмелли вĕренÿ ĕç-хĕлĕнчи хăнăхусем (харпăр хăй тивĕçлĕхне туйма; хăй вăйне-пултарулăхне шанма; тимлеме, хăнăхусем туянма хавхаланни, ĕç результачĕсене ăнланса хак пама вĕренни) уçăмлатрĕç.

Учительсене семинар хăйĕн тухăçлăхĕпе килĕшрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика