00:00 09 января 2013 г.
2013 çулхи нарăс уйăхĕн 21-22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕ тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен республика шайĕнчи «Уçă урок» пĕрремĕш фестивальне ирттерет.
Фестиваль тĕллевсем çаксем: педагогикăри тата методикăри çĕнĕ (тухăçлă) мелсемпе, икĕ чĕлхелĕх е тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăну концепцине тĕпе хурса творчествăллă тата пултаруллă ĕçлекен учительсене тупса палăртасси
Фестивале хутшăнма тăратнă документсемпе материалсене: сканер витĕр кăларнă квитанци копине, заявкăна, материалсене (квитанци тĕслĕхне тата чăваш раскладкине лартмалли меле баннерта панă), 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: chrio11@mail.ru.