16:31 29 ноября 2013 г.
Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççĕй Патшалăх Думинче чĕлхе вĕрентекенсен пĕтĕм Раççей конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пĕлтернĕ.
Конкурсра Шупашкар хулин Раççей Геройĕ Н.В. Смирнов ячĕллĕ 33-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Алексеевна Диарова 2-мĕш вырăна тухнă.
Çĕнтерÿçе ăслăлăх енĕпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабораторийĕн доценчĕ Альбина Витальевна Волкова ертсе пычĕ.
Çĕнтерÿçе тата ун ертÿçине чĕререн саламлатпăр, ĕçре тата пурнăçра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сывлăх, телей сунатпăр! Çĕнтерÿçĕсемпе хутшăнакансем, Сирĕн те ăнăçу хыççăн ăнăçу пултăр!
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии