Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республикăра тăван чĕлхепе литература кабинечĕсен конкурсĕ иртрĕ

13:04 16 мая 2014 г.

2014 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа  çу уйăхĕн 16-мĕшĕччен чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсен республика  конкурсĕ  иртрĕ.

Республика конкурсĕн юлашки тапхăрне хутшăнма Шупашкар хулинчен 3 кабинет, Çĕнĕ Шупашкартан, Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай  районĕсенчен  1-ер кабинет тивĕçрĕ.

Документсене тишкернĕ хыççăн жюри членĕсем кабинетсен рейтингне турĕç, чи пысăк балл пухнă кабинетсемпе вырăна çитсе паллашрĕç.

Чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсен  конкурсне жюри çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕтĕмлетрĕ.

Чи пысăк балл пухса 1-мĕш вырăна Елчĕк районĕн Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕ йышăнчĕ (ертÿçи Н.А. Левая). 2-мĕш вырăна Муркаш районĕн Çатракасси вăтам шкулĕн кабинечĕпе (ертÿçи Л.В. Никитина) Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш шкулăн кабинечĕ (ертÿçи С.А. Алексеева) тухрĕç. 3-мĕш вырăна йышăнма Канаш районĕн Сухайкасси вăтам шкулĕпе (ертÿçи В.М. Иванова) Шупашкар хулин 29-мĕш шкулĕн кабинечĕсем (ертÿçи В.А. Фомина) тивĕçлĕ пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр. Ĕçре тата пысăк çитĕнÿ тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Конкурса хутшăннă мĕн пур вĕрентекене, ертÿçе - тайма пуç!

 

 Жюри.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика