Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Янра, чăваш сăмахĕ» республика конкурс фестивалĕ иртрĕ

16:48 24 ноября 2015 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас, вĕсен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе «Янра, чăваш сăмахĕ» республика конкурс фестивалĕ иртрĕ. Фестивале республикăн чăваш тата вырăс шкулĕсенче 3-6 классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç.

Фестивальте пурĕ 192 номер пулчĕ:

«Сăвă чи лайăх калакан» номинаци – 91,

«Чи лайăх юрлакан» номинаци – 61,

«Чи лайăх ташлакан» номинаци - 18,

«Чи лайăх сценка» номинаци – 22.

Фестивале Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Вăрмар, Куславкка, Йĕпреç, Канаш, Çерпÿ, Муркаш, Елчĕк, Тăвай, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенчен килсе çитрĕç. Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсен списокне chrio.cap.ru сайтра пĕлме пулать.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика