Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă тăваттăмĕш «Уçă урок-2016» фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ

14:53 18 февраля 2016 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче нарăсăн 18-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Уçă урок-2016» республика фестивалĕ иртрĕ. Фестивале чăваш шкулĕнчен 36 учитель, вырăс шкулĕнчен 17 учитель хутшăнчĕ.

Урокăн тулли материалне Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенчен 1-ер, Етĕрне, Патăрьел, Комсомольски тата Тутар Республикин Аксу тата Лениногорск районĕсенчен 2-шер, Тăвай, Шупашкар  Етĕрне, Вăрнар, Патăрьел районĕсенчен 3-шер, Елчĕк, Муркаш районĕсенчен 4-шар вĕрентекен ярса пачĕç.

Хула шкулĕсенчен хăйсен ĕçĕсене Шупашкар хулинчен 9, Канаш хулинчен 1, Куславкка хулинчен 3, Çĕмĕрле хулинчен 2, Улатăр районĕнчен 1, Комсомольски шкулĕсенчен 2 учитель тăратрĕç. Ĕçсене комисси тимлĕ пăхса тухрĕ. Комиссире кафедра ĕçченĕсем тата шкул учителĕсем пулчĕç.

Фестивале салам сăмахĕ каласа вĕренÿ институчĕн проректорĕ А.Р. Федорова уçрĕ. Вăл вĕрентекенсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн яваплăх туйса тата хастартарах ĕçлеме хавхалантарчĕ, фестивале ирттерме ăнăçу сунчĕ.

 Икĕ кун хушшинче уявра учительсем тухса калаçрĕç,  хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Итлекенсем ĕçтешĕсен урокĕсене сÿтсе яврĕç. Сÿтсе явăва хутшăннисем фестиваль кашниншĕнех усăллă пулнине палăртрĕç.

Чăваш наци конгресĕн ĕç тăвакан комитет председателĕн çумĕ Г.Л. Никифоров Конгресс Президенчĕн Н.Ф. Угасловăн Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕпе каланă саламне вуласа пачĕ тата хăй ятĕнчен тăван чĕлхе вĕрентекенсене тав сăмахĕ каларĕ.

Вырăсла тĕп пĕлÿ паракан организаци вĕрентекенĕсем: Смирнова Алина Михайловна (Куславкка хулин 3-мĕш вăтам шкулĕ), Васильева Зоя Витальевна (Шупашкар хулин вăтам професси пĕлĕвĕ паракан транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕ) тата чăвашла тĕп пĕлÿ паракан организаци вĕрентекенĕсем: Московцева Анжела Юрьевна (Шупашкар районĕн Мăнал шкулĕ), Димитриева Алевтина Геннадьевна (Муркаш районĕн Ярапайкасси шкулĕ), Петрова Алина Геннадьевна (Элĕк районĕн Чăваш Сурăм шкулĕ), Шишкина Алевтина Евгеньевна (Шупашкар районĕн Салапайкасси шкулĕ), Нестерова Вера Петровна (Элĕк районĕн Юнтапа шкулĕ) Чăваш наци конгресĕн Тав хутне илме тивĕç пулчĕç.

«Уçă урок» ăмăртăва хутшăннисене пуш уйăхĕнче пурне те сертификат парĕç, çĕнтерÿçĕсем вара фестиваль дипломне тивĕçĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен „Уçă урок” тăваттăмĕш республика фестивалĕн çĕнтерÿçисем çаксем пулчĕç:

Вырăс шкулĕсемпе

 

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ

Район

Шкул

Вырăн

 

Александрова Лира Вениаминовна

Çĕмĕрле хули

2-мĕш вăтам шкул

1

 

Матьянова Ираида Васильевна

Шупашкар хули

2-мĕш вăтам шкул

2

 

Карсакова Валентина Ильинична

Шупашкар хули

4-мĕш лицей

3

Чăваш шкулĕсемпе

 

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ

Район

Шкул

Вырăн

1

Иванова Валентина Михайловна

 Канаш районĕ

Сухайкасси тĕп шкулĕ

1

2

Степанов Александр Марсович

Муркаш районĕ

А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕ

2

3

Вишнева Ольга Александровна

Муркаш районĕ

Шатракасси тĕп шкулĕ

3

 

 

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика