Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Шкул тата чăваш чĕлхи чĕрĕлĕвĕ» çавра сĕтел

16:23 25 февраля 2016 г.

Тăван чĕлхесен кунне халалласа 2016 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче «Шкул тата чăваш чĕлхи чĕрĕлĕвĕ» темăпа республика шайĕнче çавра сĕтел иртрĕ. Çавра сĕтелте сăмах Чăваш Республикин чăваш чĕлхин хальхи лару-тăрăвĕ, чăваш шкулĕсенче чăвашлăха сыхласа хăварас, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентĕвĕн пахалăхĕпе тухăçлăхне ÿстерес пирки пулчĕ.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, аслă тата вăтам шкул преподавателĕсем, тавра пĕлÿçĕсем тăван чĕлхене упраса хăвармалли çул-йĕре палăртрĕç, ФГОСа вăя кĕртнĕ тапхăрта мĕнле вĕрентесси çинчен хăйсен шухăш-кăмăлне палăртса канашларĕç.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕсем А.С. Егоровăпа Ю.М. Виноградов çавра сĕтелте доклад турĕç, сÿтсе явăва хастар хутшăнчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика