13:40 29 марта 2016 г.
Пуш уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Чăваш республикин вĕренÿ институтĕнче «Чăваш чĕлхине А.В. Блиновăн «Кала-ха» вĕренÿ хатĕрĕпе вырăсла куçармасăр вĕрентесси» темăпа семинар иртрĕ. Семинара Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче А.В. Блинов кĕнекипе ĕçлеме хатĕрленекен 48 вĕрентекен пухăнчĕ. Республика проектне вун тăватă шкул хутшăнать.
Семинара пуçланă май Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн пĕрремĕш проректорĕ Ж.В. Мурзина вĕрентÿ ĕçĕнче учитель, меслетçĕ тата кĕнеке авторĕсем тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, ăнăçу сунчĕ.
Семинарта А.В. Блиновăн «Кала-ха» вĕренÿ хатĕрĕн тытăмĕпе содержанине тишкерчĕç, тĕрлĕ курăмлăх хатĕрĕпе паллашрĕç.
Шупашкар хулин 10-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсем ăста урокĕсем пачĕç. Кунта курмалли-пĕлмелли нумай пулчĕ. Хăйсен шухăшне учительсем ирĕклĕ калаçура палăртрĕç. Пурте семинарпа кăмăллă юлчĕç.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии