17:06 08 апреля 2016 г.
2016 ҫулхи ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче Вӑрмар районĕн Çĕнĕ Кинчер шкулĕнче чӑвашпа нимĕҫ халӑхĕсен туслӑх уявĕ иртрĕ. Уява нимĕҫсен писателĕ тата фольклорисчĕ Кай Элерс хутшӑнчĕ. Кай Элерс чӑваш халӑхĕн историне документсемпе халӑх сӑмахлӑхĕн тексчĕсем ҫине таянса тĕпчет.
Хӑнасене чӑваш халӑхĕн юрӑ-ташӑ, тĕрĕ ӑсталӑхĕпе, апат-ҫимĕҫ, тум-тир хатĕрлес пултарулӑхĕпе Çĕнĕ Кинчер шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем паллаштарчĕҫ. Ачасем тӑван халӑха, ун чĕлхипе культурине юратнине, ҫуралнӑ ҫĕр-шыва хӳтĕлеме хатĕр пулнине яр уҫҫӑн кӑтартса пачĕҫ. Çак ĕҫре пысӑк ҫитĕнӳ тунӑшӑн шкулӑн педагогика коллективне уяв хӑнисем чĕререн тав турĕҫ.
Чӑваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ячĕпе Чӑваш Республикин вĕренӳ институчĕн наци вĕренĕвĕн пай пуҫлӑхĕ И.А. Степанова сӑмах каларĕ. Чӑваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорачĕ хатĕрленĕ салам ҫырӑвне ӑслӑлӑх ĕҫтешĕ Ю.М. Виноградов вуласа пачĕ, шкул библиотекине пуянлатма «Халӑх шкулĕ» журналӑн тĕрлĕ номĕрне парнелерĕ.
2017 ҫулта Çĕнĕ Кинчер шкулне уҫнӑранпа 135 ҫул ҫитет. Ку уява шкул коллективĕпе районӑн вĕренӳ пайĕ хатĕрленме тытӑнчĕҫ те теме юрать. Çĕнĕ Кинчерсене вĕренӳ ĕҫĕнче ҫитĕнӳ хыҫҫӑн ҫитĕнӳ тума ӑнӑҫу сунар.
БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии