Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Стажировкăра пулчĕç

16:22 13 мая 2016 г.

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти 20-мĕш вăтам шкулта «Чăваш чĕлхипе литературине вырăс шкулĕнче Федерацин вĕренÿ стандартне (ФГОСа) вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

            Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри йĕркелерĕ. Унта пĕлĕве ÿстерме 72 сехетлĕ программăпа дистанци курсне куçăмлă вĕçлекенсем  пухăннă.  Шупашкар хулинчи шкулсенчен пухăннă тата  Улатăр, Çĕмĕрле, Комсомольски, Çĕрпÿ,  Шамăршă  районĕсен килнĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хаваспах шкула тухрĕç. Пĕлĕве ÿстерме килнĕ учительсене Шупашкарти 20-мĕш вăтам шкул директорĕ çумĕ Татьяна Роджеровна Фомичева тата шкул ачисем çăкăр-тăварпа тата ташă-юрăпа кĕтсе илчĕç.

            Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем акт залĕнче «Ĕçпе илемлĕ пурнăç» музыкăпа литература композици пăхрĕç.  Лисицына В. В., Кузьмина Э. Н.,  Степанова В. И., Герасимова Н. Н., Петрова Л. А.,  Никифорова Т. Н., Утрендеева С. Н., Турбина С.В. хатĕрленĕ ачасен илемлĕ юррине,  вĕсен илемлĕ вулавне, пăхмасăр сăвă каланине тимлесех итлерĕç.  

            Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренекенсем  Мулюкова Е.А. «И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова 5-мĕш класс валли кăларнă вĕренÿ хатĕрĕпе уроксем ирттересси» темăпа ирттернĕ ăсталăх урокĕнче активлă ĕçлерĕç.

       «Чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курмалли тухăçлă технологисем» проблемăна хускатса Г.В. Абрамова 5 класс валли хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекипе  уçă урок («Çурхи ĕçсем») пăхрĕç.

     Стажировкăна  Шупашкар хулинчи 20-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Е.А.Мулюкова ертсе пычĕ. Вăл çак шкулта 10 çул вăй хурать. Елена Александровна ăста вĕрентÿçĕ. Вăл хутшăннă пултарулăх ушкăнĕ вырăс шкулĕнче «Чăваш чĕлхи» предмета вĕрентмелли тĕслĕх программа тата 5 класăн вĕренÿ кĕнекине хатĕрленĕ.

       Ăста учитель пултарулăх лаççинче пулса учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Шкул ачасем вырăнĕнче пулса тĕрлĕ ситуаци ăслайĕсене алла илчĕç. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан вĕренÿпе методика комплекчĕн  хатĕрĕсемпе паллашрĕç.

       Чăваш Республикин Наци библиотекин электрон ресурс фончĕ» темăпа курсантсем умĕнче «Чăваш кĕнеки» центрăн сектор пуçлăхĕ Ольга Владимировна Величко тухса калаçрĕ. Вĕренÿ ĕçĕнче кирлĕ цифăрланă электрон ресурссемпе, Наци библиотекин сайчĕ хатĕрленĕ ресурспа усă курмалли çул-йĕре уçăмлатрĕ.

    Тĕп калаçу ăста тата уçă урок тавра пулчĕ. Калаçăва вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пычĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика