Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка

15:38 08 июня 2016 г.

Паян Шупашкар хулин 27-мĕш шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене чи малтанах шкул директорĕ Л.М. Жукова саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унтан С.Д. Сердцева «Чăваш чĕлхи урокĕсенче пур предмета та вĕренме кирлĕ результатсене аталантарасси», В.И. Белкина «Проект ĕçĕн мелĕсемпе  усă курса «Хам çинчен» темăна вĕрентесси», А.С. Мешкова «Чăваш тумĕ» темăна вĕрентнĕ май ачасен универсаллă вĕренÿ ĕç-хĕлне аталантарасси», Е.И. Еслюкова «Çĕнĕ технологисемпе усă курса «Çÿл çурев» темăпа вăйă урок ирттересси», О.Ю. Афанасьева «Тĕлĕнмелле чăваш тĕрри» темăсемпе  ăста урокĕсем ирттерчĕç.

Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура стажировкăна пухăннисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, ăста урокĕсем ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.  

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика