Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван чĕлхене 7-мĕш класра вĕренмелли çĕнĕ кĕнеке

11:31 06 сентября 2016 г.

Чăваш кĕнеке издательстви тăван чăваш чĕлхине 7-мĕш класра вĕренме 2016 çулта çĕнĕ кĕнеке кăларчĕ. Кĕнекене ФГОСА тивĕçтерекен программăпа килĕшÿллĕ хатĕрленĕ. Хатĕрлекенсем – Ю.М. Виноградовпа Л.Г. Петрова.

            Çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки икĕ пысăк пайран тăрать – морфологирен тата синтаксисран. Морфологи пай 6-мĕш класра вĕреннине малалла тăсать, глаголăн сăпатсăр формисемпе тата пулăшу пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсемпе паллаштарать, вĕсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма вĕрентет. Кĕнекен иккĕмĕш пайĕнче чăваш чĕлхин синтаксис пайĕ вырнаçнă. Кунта сăмах, тĕпрен илсен, сăмах майлашăвĕпе предложени çинчен пырать. Ачасем сăмах майлашăвĕсемпе тата предложенисемпе паллашаççĕ, калаçура та çырура тĕл пулакан йăнăшсене асăрхама тата тÿрлетме хăнăхаççĕ, пуплев культурине пăхăнса калаçаççĕ тата çыраççĕ.

            Авторсем ачасене пуплеве тăнлама, чĕлхе факчĕсене танлаштарса пĕтĕмлетÿ тума хăнăхмалли ĕçсем сĕннĕ, чĕлхе материалне чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе тата литературипе çыхăнтарнă.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика