Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Куçармасăр вĕрентес енĕпе черетлĕ ăслăлăхпа меслетлĕх семинарĕ иртрĕ

15:39 19 сентября 2016 г.

2016 çулхи авăн уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăвашла калаçма вырăсла куçармасăр вĕрентес енĕпе черетлĕ ăслăлăхпа меслетлĕх семинарĕ иртрĕ.

Семинара Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем пуçтарăнчĕç. Калаçу хула шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕретмелли тухăçлă меслетсем тавра пулчĕ. Учительсем, тĕпрен илсен, куçарусăр меслете тишкерчĕç.

Александр Блинов, «Кала-ха» кĕнеке авторĕ, уроксенче усă курмалли юрă дискĕпе, флешкартăсемпе паллаштарчĕ. Чăваш чĕлхине куçарусăр вĕрентме преподаватель уйрăм сайт йĕркеленĕ. Унта кăтартуллă тĕрлĕ материал, ыйту-хурав кĕтесĕ, вĕренекенĕн ашшĕ-амăшĕ валли информаци пуххи пур. Пултарулăх лаççине материал хушма кирек камăн та ирĕк пур.

Шупашкар хулин 10-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Алина Владимировна Егорова хăйĕн паха опычĕпе, автор программин уйрăм сыпăкĕсемпе паллаштарчĕ. Тивĕçлĕ калаçура пурте хăйсен шухăш-кăмăлне палăртасшăн пулчĕ. Учительсем паянхи куна тивĕçтерекен программа часах хатĕрленсе çитессе шанса калаçрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика