Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка

08:14 30 сентября 2016 г.

Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Етĕрне районĕн Тури Ачак вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри йĕркелерĕ. Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене чи малтанах шкул директорĕ В.Ю. Егоров саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Унтан И.Г. Иванова 11 класра «Чăваш литературинчи юрату теми», Г.В. Максимова «Телефонпа тĕрĕс калаçар» темăсемпе уçă уроксем, Т.А. Яжейкина «Асанне арчи» урок тулашĕнчи ĕç ирттерчĕç.

Уроксем хыççăн вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ А.С. Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура стажировкăна пухăннисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, ăста урокĕсем ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.

Çавăн пекех вĕрентекенсем Тури Ачакри «Хресчен çурчĕ» музейра пулчĕç. Пуян та паха музейра хресчен çурчĕ те, кĕлечĕ те, нÿхрепĕ те пур. Кунтах чăваш халăхĕн уяв çи-пуçĕ, тумтирĕ, хĕрарăм капăрлăхĕ, авалхи савăт-сапа, пир-авăр япалисем тата ытти те упранать. Вĕсем чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури урокĕсене ирттернĕ чухне усă куракан паха кăтарту хатĕрĕ пулса тăраççĕ.  «Чĕрĕ уроксем» ирттересси йăлана кĕнĕ вахăтра Тури Ачак музейĕ пысăк пулăшу паракан пайрăм пулнине палăртрĕç стажировкăна пухăннă учительсем.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировка пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика