Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канашри 5-мĕш вăтам шкулта стажировка иртрĕ

09:14 30 сентября 2016 г.

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкулта «Чăваш чĕлхипе литературине вырăс шкулĕнче Федерацин вĕренÿ стандартне (ФГОСа) вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси» стажировка иртрĕ.
  Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри йĕркелерĕ. Унта пĕлĕве ÿстерме 72 сехетлĕ программăпа дистанци курсне куçăмлă вĕçлекенсем пухăннă. Канаш хулинчи шкулсенчен пухăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хаваспах шкула тухрĕç.
  Стажировкăна Канаш хулинчи 5-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, аслă категориллĕ учитель Н.К. Максимова ертсе пычĕ. Вăл çак шкулта 29 çул вăй хурать, ăста вĕрентÿçĕ.
  Ăста учитель пултарулăх лаççинче пулса учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Шкул ачасемпе пĕрле ĕçлесе тĕрлĕ ситуаци ăслайĕсене алла илчĕç. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан вĕренÿпе методика комплекчĕн хатĕрĕсемпе паллашрĕç.
  «Чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курмалли тухăçлă технологисем» проблемăна хускатса Г.В. Абрамова 5 класс валли хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекипе уçă урок («Пушă вахăтра») пăхрĕç.
  Проект технологийĕн ăслайĕнче ушкăнпа ĕçлемелли майсене уçăмлатрĕç. Г.В. Абрамова, С.А. Разумова 8 класс валли хатĕрленĕ вĕренÿ кĕнекипе ирттернĕ уçă урокра («Ĕç – пурнăç тыткăчи») буклет калармалли меслет енĕсене палăртрĕç. Ачасене кăсăклантарса янин, ăнланса илсе йывăрлăхран тухма тĕллев лартнин, çĕнĕ пĕлĕве сÿтсе явнин, рефлексин çул-йĕрне алла илчĕç.
  Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренекенсем С.Н. Яклашкина «Чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасен пуплевĕпе шухăшлавне аталантарас ĕçре информаципе хутшăну технологийĕпе усă курасси», Г.В. Федорова, Г.В. Иванова «Чăваш чĕлхи урокĕсенче фономатериалсемпе усă курасси» темăсемпе ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç.
  Тĕп калаçу уçă тата ăста урок тавра пулчĕ. Калаçăва вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пычĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика