Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче патшалăх чĕлхисен олимпиадин регион тапхăрĕ иртет

14:39 04 октября 2016 г.

Раççей Федерацийĕн вĕренÿ тата ăслăлăх министерстви,  Хусанти (Атăл çи)федераллă университет Раççей шайĕнче патшалăх чĕлхисен олимпиадине ирттереççĕ. Çак олимпиадăн тĕп тĕллевĕ – патшалăх чĕлхипе  кулленхи пурнăçра усă курассине сарасси, тăван чĕлхене вĕрентнин пĕлтерĕшне ÿстересси.

Патшалăх чĕлхисен олимпиади федерацин «Вырăс чĕлхи» тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăçал пĕрремĕш хут иртет. Олимпиадăна малтан регионсенче ирттерме палăртнă.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви хушăвĕпе патшалăх чĕлхисен олимпиадин республикăри тапхăрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 2016 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетре пуçланать.

Олимпиадµна10-11-мĕш класра вĕренекен шкул ачисем тата студентсем  хутшăнма пултараççě. Вĕсен http://kpfu.ru/vserossijskaya-olimpiada.html сайтра регистрациленмелле. Регион тапхăрĕнче мала тухнисем Чăваш Ен чысне Мускавра чÿк уйăхĕн 2-4-мĕшĕсенче  тĕп тапхăрта хÿтĕлěç. 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика