Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăвашла пуплевĕпе тĕлĕнтерчĕ

10:51 12 октября 2016 г.

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкулта «ФГОСа куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

Стажировкăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри йĕркелерĕ. Унта пĕлĕве ÿстерме 72 сехетлĕ программăпа дистанци курсне куçăмлă вĕçлекенсем  пухăннă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Патăрьел, Куславкка, Красноармейский тата Шăмăршă районĕсенчи шкулсенчен пухăннă  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хаваспах шкула тухрĕç.

Пĕлĕве ÿстерме килнĕ учительсене чăваш тумĕсем тăхăннă  шкул ачисем «Ырă кун пултăр», «Ырă ир пултăр», «Сывлăх сунатпăр» саламсемпе кĕтсе илчĕç.

Акт залĕнче пухăннă курсантсене шкул ачисем илемлĕ юрăпа саламларĕç. Шкул директорĕ Александр Александрович Осокин шкул историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, малаллахи плансемпе паллаштарчĕ. Курсантсене А.А. Осокин чăн чăвашла пуплевĕпе, тăван чĕлхепе тĕрĕс те çыпăçуллă калаçнипе тĕлĕнтерчĕ.

Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем классене саланчĕç. Пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренекенсем  С.А. Алексеева  «Çупах _ тутлă пулă», Г.Л. Николаева «Тăван шкулăм _ пĕлÿ çăл куçĕ» темăпа панă уçă уроксем пăхрĕç.

Стажировкăна 19-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Г.Л. Николаева, С.А. Алексеева  ертсе пычĕç. Галина Леонидовна Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн грантне тата Чăваш Республикин вĕренÿ  тата çамрăксен политикин министерстви икĕ çулта пĕр хут ирттерекен «Тăван чĕлхепе литература» кабинетсен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. Светлана Анатольевна вара 2014 çулта  çак конкурса хутшăнса 2-мĕш йышăннă. Ăста учительсен пултарулăх лаççинче пулса пирĕн учительсем паянхи шкулта усă куракан тухăçлă технологисемпе вĕрентÿ ĕçне йĕркелессине уçăмлатрĕç. Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн усă куракан вĕрентÿ технологийĕсемпе паллашрĕç.   

Курсантсене ИКТ технологипе усă курса хатĕрленĕ презентаци,  интеллект вăйă формипе хатĕрленĕ тест, сывлăха упрас тĕллевпе хатĕрленĕ куç гимнастики кăсăклă пулчĕ.

Пукане театрĕн элеменчĕсемпе усă курса ачасене кăсăклантарса яни, мăшăрпа тата ушкăнпа ĕçлесе хаçат кăларни, аслисенчен интервью илни, клоуз тест мелĕпе ачасем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслени учительсемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ.

 В.Ф. Никонорова тата Н.И. Ананьева 14-мĕш шкул вĕрентекенĕсем  «Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче критикăлла тĕпчев технологин мелĕсемпе усă курни» темăпа ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç. Курсантсем хăйсем ачасем вырăнĕнче пулса сĕнекен ĕçсене пурнăçларĕç. Текста тишкернĕ май ăста урок ирттерекенсем хатĕрленĕ валеçÿ карточкисемпе ĕçлерĕç.

18-мĕш лицей вĕрентекенĕсем П.П. Моисеева, Л.К. Севрикова, А.А. Такина хатĕрленĕ сценарипе, вĕсем ертсе пынипе  19-мĕш шкул ачисем «Чÿклеме» йăла-йĕркине кăтартса пачĕç. Курсантсене класс тата шкул тулашĕнчи ĕç-хĕл формипе паллаштарчĕç, çакăн пек уявсене йĕркелесе ирттермелли çул-йĕре кăтартса пачĕç.

Хăнасем шкулти икĕ музейра пулса курчĕç, экспонатсемпе паллашрĕç.

Уроксем хыççăн вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе иртнĕ калаçура стажировкăна пухăннисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, ăста урокĕсем ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.

Вĕренÿпе воспитани ыйтăвĕсене сÿтсе явма çак тĕлпулăва Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Г.Л. Никифоров хутшăнчĕ. Конгресс юлашки вăхăтра чăвашлăха аталантаракан ĕçсене мĕнле йĕркелесе пынипе паллаштарчĕ. «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурса килне материалсем пирки хаклавсем турĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕренекенсене шкул хăтлăхĕпе илемĕшĕн яваплă пулма чĕнсе каларĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика