Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» темăпа стажировка иртрĕ

14:56 18 октября 2016 г.

2016 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар районĕн Пинер пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» темăпа стажировка иртрĕ.

Çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн, пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене шкул директорĕ Герман Станиславович Боредский саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Унтан хĕрÿ ĕç пуçланчĕ: Р.С. Теплова 7 класра «Причастисен çĕр-шывĕнче», Н.Ю. Авакова 6-мĕш класра «Асаннесĕр кил-çурт илемсĕр» темăсемпе уçă уроксем, Т.Л. Цыркунова чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче «Универсаллă тест комплексĕ (УТК) программăпа усă курасси», О.Н. Васильева «Видеоклип (видеосюжет) ÿкерес ăсталăха алла илесси» ăста урокĕсем, Н.В. Васильева урок тулашĕнчи ĕç «Чăваш ача-пăча вăййисем» темăпа ирттерчĕç.

Вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин ĕçтешĕсем А.С. Егоровăпа Л.Г. Петрова ертсе пынипе уроксем хыççăн иртнĕ калаçура стажировкăна пухăннисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, уроксем ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировкăна усăллă ирттерме пулăшнăшăн шкул администрацине, уроксемпе мероприятисем ирттернĕ вĕрентекенсене чĕререн тав тăватпăр, малалла ĕçлеме ăнăçу сунатпăр.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика