Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

17:11 24 ноября 2016 г.

Чӑваш халăхĕн тата чĕлхин паянхи аталанавĕ, ачасем чăвашла таса та тĕрĕс калаçма вĕренни, мăнаçлă та çирĕп, хастар пулни шкултан нумай килет. Чăвашлăха тытса пыракан чи ĕçлĕ шкулсене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Вĕренÿ институчĕ „Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул” конкурс ирттерчĕ.

 Шкулсен ăмăртăвĕ икĕ тапхăрпа пычĕ: малтан хула-ял-район шайĕнче, унтан – республика шайĕнче. Ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрне 17 шкул хутшăнчĕ. Кашни шкул хăй евĕрлĕхĕпе палăрса тăрать. Тĕпрен илсессĕн, республикăра чăвашлăха нумай енлĕ аталантарни палӑрчĕ. Шкулсенче вĕренĕве тата класс тулашĕнчи ĕçсене çĕнĕлле йĕркелеççĕ, ал ĕç ăсталăхне вĕрентеççĕ, çак ĕçе ачан ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ. Шкулсем пурте чăваш чĕлхи тавра пĕр пулса чăвашлăхшăн тăрăшаççĕ.

Республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ 2016 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче  Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕнче иртрĕ. 1 вырăна  Шупашкар хулин А.Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулĕ, 2 вырăна  Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕ тата Йĕпреç районĕн Пучинке шкулĕ, 3 вырăна Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕ тата Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси шкулĕ тухрĕç.

 Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Н. Исаев,  Чăваш наци конгресĕн президентчĕ Н.Ф. Угаслов чи пултаруллă та ĕçлĕ шкулсене саламларĕç, дипломсемпе чысларĕç. Пирĕн республикăра çамрăк ăрăва ăс-хакăл тата кăмăл-сипет енчен аталанма, чăваш халăхăн ырă йăли-йĕркине хисеплеме çул уçакан шкулсем тата вĕрентекенсем чылай пулнине палăртрĕç.

Тĕл пулура вĕренÿри çĕнĕлĕхсем çинчен те калаçрĕç. „Тăван чĕлхе, çав шутра вырăс чĕлхи вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççей мастер-класĕ” конкурс çĕнтерӳçи Н.А. Краснова хăйĕн опычĕпе паллаштарчĕ. Вырăс чĕлхеллĕ шкулсенче чăваш чĕлхине куçарусăр вĕрентес меслетĕн вăрттăнлăхĕ çинчен Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ А. В. Егорова калаçрĕ.  Пучинке вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Л.Н. Клементьева ачасене пĕлÿ, воспитани парассинче халăх йăли-йĕркипе, тăван сăмах, кĕвĕ, тĕрĕ витĕмĕпе усă курни тата ашшĕ-амăшĕпе тĕллевнĕ ĕçлени çинче чарăнчĕ.

Уяв вĕренекенсен концерчĕпе вĕçленчĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика