Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пултаруллă вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç

14:34 19 декабря 2016 г.

2016 çулхи раштав уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Чăваш чĕлхипе тата литературипе ФГОСа тивĕçтерекен вĕренÿ хатĕрĕсем çырасси» семинар иртрĕ.

Семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри йĕркелерĕ. Унта чăваш чĕлхипе тата литературипе шкулти вĕрентÿре кирлĕ пособисемпе методика кăтартăвĕсем, статьясем хатĕрлекенсем черетлĕ ĕçлĕ канашлăва пухăнчĕç.

Н.Г. Иванова доцент патĕнче ĕçлекенсем 5-7 класс ачисем валли тăван литература вĕренÿ кĕнекисен электрон формисене хатĕрлес ĕçе йĕркелесе ярас çул-йĕре палăртрĕç. Электрон кĕнекесене хатĕрлеме Муркаш, Канаш тата Йĕпреç районĕсен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсене шанса пачĕç, ытти район учителĕсем те хастар хутшăнсан ĕç ÿсĕмленессине палăртрĕç. Ĕçе мĕнле йĕркелесе ямалли çинчен Н.Г. Иванова тата кĕнекесен электрон формине калăплакан В.Ю. Андреев калаçрĕç.

2017 çулта 9 класс пĕтерекенсене чăваш чĕлхипе патшалăх шайĕнче тытмалли тĕп экзамена хатĕрленме пулăшакан материала тăвассипе А.С. Егорова доцент ертсе пынипе ĕçлерĕç. ОГЭ валли итлемелли тата вуламалли текстсене, тест ыйтăвĕсене, сочинени темисене хатĕрлемелли çул-йĕре палăртрĕç. Чăваш чĕлхине илĕртÿллĕ те кăсăклă вĕрентмелли вĕренÿ хатĕрĕсем çырассипе те ĕçлерĕç пултаруллă учительсем.   

Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсем семинарпа кăмăллă юлчĕç, малалла ĕçлеме хавхаланса  кайрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика