Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадин пĕтĕмлетĕвĕсем

14:37 19 декабря 2016 г.

Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕренес кăмăлне çĕклес, интернет технологийĕсемпе вĕренÿре усă курас хăнăхăва малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата вĕренÿ институчĕ 2016 çулхи раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадине ирттерчĕç.

Интернет олимпиадăна Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче 7-9 классенче вĕренекен 831 ача хутшăнчĕ. Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Ульяновск, Самара облаçĕсенчен 112 ача пулчĕ.

Кăçал интернет олимпиада вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче 12 сехет те 30 минутран пуçласа 13 сехет те 30 минутчен, чăваш шкулĕнче вĕренекенсем валли 13 сехет те 30 минутран пуçласа 14 сехет те 30 минутчен иртрĕ. Чĕлхе, литература, культура тата тăван ен историпе çыхăннă ыйтусене чăваш шкулĕнчи 330 тата вырăс шкулĕнчи 501 ача хуравларĕ.

Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади ăнăçлă иртнине палăртас, ачасемшĕн те вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулнине шанас килет.

Олимпиадăра мала тухнисене дипломсемпе чыслĕç, ыттисене олимпиадăна хутшăннине ĕнентерекен сертификат парĕç.

Дипломсемпе сертификатсене хăçăн парасси çинчен ятарлă информаци пулать.

 

Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсен списокĕ (чăваш шкулĕ)

Пĕтĕм чăваш ачисен олимпиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсен списокĕ (вырăс шкулĕ)

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика