Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ проектпа ĕçлекенсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ

08:37 27 января 2017 г.

2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăвашла калаçма вырăсла куçармасăр вĕрентес темăпа черетлĕ ăслăлăхпа меслетлĕх семинарĕ иртрĕ.

Семинара Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем пуçтарăнчĕç. Калаçу хула шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕретмелли тухăçлă меслетсем тавра пулчĕ.

Наталья Филиппова, «Ют чĕлхесен шкулĕн» методисчĕ, куçарусăр вĕрентмелли меслетĕн принципĕсене уçса пачĕ. Вĕрентекенĕн урокра пуплев лару-тăрăвне йĕркелесе, ачасене калаçма хавхалантарса пымаллине палăртрĕ. Акăлчан тата чăваш чĕлхисене вĕрентнĕ май куçарусăр меслетпе ĕçлемелли уйрăм тĕслĕхсемпе те паллаштарчĕ.

Александр Блинов, «Кала-ха» кĕнеке авторĕ, уроксенче усă курмалли юрă пуххине, флэш-картăн тĕслĕхĕсене уйрăм сайтра, унтах кăтартуллă тĕрлĕ материал, ыйту-хурав кĕтесĕ, вĕренекенĕн ашшĕ-амăшĕ валли информаци пуррине пĕлтерчĕ. Пултарулăх лаççине материал хушма тимлесе ыйтрĕ.

Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Людмила Петровна Николаева хăйĕн паха опычĕпе, уйрăм урок сыпăкĕсемпе паллаштарчĕ. Сÿтсе явура пурте хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç. Тепĕр семинара уйрăм шкулта ирттерме калаçса татăлчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика