Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Фестиваль вĕçленчĕ

16:56 02 марта 2017 г.

Шупашкар хулин вĕренÿ институтĕнче пушăн 1-мĕш тата 2-мĕш кунĕсенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен „Уçă урок − 2017” республикăн пиллĕкмĕш фестивалĕ хăй ĕçне пĕтерчĕ. Фестивале чăваш шкулĕнчен 15 вырăс шкулĕнчен 15 учитель хутшăнчĕ.

Хăйсен материалне Йĕпреç, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен 1-ер, Элĕк, Тăвай, Вăрнар районĕсенчен 2-шер,  Шупашкар, Муркаш районĕсенчен 3-шер çын ярса пачĕ.

Хула шкулĕсенчен хăйсен ĕçĕсене Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкартан 9, Канаш хулинчен 1, Куславккаран 2, Йĕпреç поселокенчен 1 учитель  ярса пачĕ. Ĕçсене комисси тимлĕ пăхса тухрĕ. Комиссире кафедра тата наци вĕрентĕвĕн центрĕнчи ĕçченĕсем тата шкул учителĕсем пулчĕç.

Фестивале салам сăмахĕпе филологи кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова уçрĕ, учительсене чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн вĕсенчен кашни  ответлă пулнине туйса тата тимлĕрех ĕçлеме хавхалантарчĕ, фестивальте ăнăçу сунчĕ.

 Икĕ кун хушшинче пурĕ 23 учитель тухса калаçрĕ, харпăр хăй опычĕпе паллаштарчĕ, ĕçтешĕсен урокĕсене сÿтсе яврĕç. Сÿтсе явăва хутшăннисем фестиваль кашниншĕнех усăллă пулнине палăртрĕç.

Фестивале хутшăннисене ака уйăхĕн пуçламашĕнче пурне те сертификат парĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе  призерсем фестиваль дипломне тивĕçĕç.

Тăван  чĕлхепе литературине вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок 2017» пиллĕкмĕш фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе призерсем çаксем пулчĕç:

Вырăс шкулĕсемпе

 

Хушамат,

 ят, ашшĕ ячĕ

Район

Шкул

Çĕнтерÿçĕ, призерсем

 

Ефимова Ирина Васильевна

ЧР Çĕнĕ Шупашкар хули

9-мĕш вăтам шкул

çĕнтерÿçĕ

 

Матьянова Ираида Васильевна

ЧР Шупашкар хули

2-мĕш вăтам шкул

призер

 

Такина Алевтина Александровна, Севрикова Любовь Константиновна

ЧР Çĕнĕ Шупашкар хули

18-мĕш лицей

призер

 

Ядрицова Алена Андреевна

ЧР Йĕпреç поселокĕ

2-мĕш вăтам шкул

призер

 

Кудрявцева Любовь Васильевна, Степанова Екатерина Станиславовна

ЧР Шупашкар хули

19-мĕш вăтам шкул

призер

 

Чăваш шкулĕсемпе

 

Хушамат,

 ят, ашшĕ ячĕ

Район

Шкул

Çĕнтерÿçĕ, призерсем

 

Васильева Татьяна Анатольевна

ЧР Сĕнтĕрвăрри районĕ

Октябрьски вăтам шкулĕ

çĕнтерÿçĕ

 

Васильева Галина Петровна

ЧР Тăвай районĕ

Йăнтăрчă вăтам шкулĕ

призер

 

Степанов Александр Марсович

ЧР Муркаш районĕ

А.Г. Николаев ячĕл-лĕ Калайкасси вăтам шкулĕ

призер

 

Петрова Алина Геннадьевна

ЧР Элĕк районĕ

 Чăваш Сурăм вăтам шкулĕ

призер

 

Московцева Анжела Юрьевна

ЧР Шупашкар районĕ

Мăнал вăтам шкулĕ

призер

 

Федорова Ирина Николаевна

ЧР Çĕрпÿ районĕ

Михайловкăри А.А. Александров ячĕллĕ тĕп шкул

призер

 

Фестиваль модераторĕ: Н.Г. Иванова

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика