Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс иртрĕ

14:41 17 марта 2017 г.

2017 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче регионсеншайĕнчи «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» Интернет конкурс иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 93 учитель хутшăнчĕ. Вĕсенчен 7-шĕ тулай чăваш шкулĕсенчен пулчĕç. Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри ертсе пычĕ.

Учительсем чăваш чĕлхипе тата литературипе 15 ыйтăва хуравларĕç. Ыйтусем çăмăлах пулмарĕç курăнать. Уйрăмах йывăррисем тесе çаксене пăхмалла:

  1. Чăваш ен миçемĕш çулта тата мĕнле çитĕнÿсемшĕн Ленин орденне тивĕçнĕ?
  2. Йĕм тĕп çĕре перĕнсен –

Тапрататпăр çĕнĕрен (Хусанкай) йĕркесенче тĕл пулакан йĕм тĕп сăмах майлашăвĕн  ĕлкипе йĕркеленнĕ тĕслĕхсем тупăр.

  1. Чĕнÿсене (обращенисене) запятойпа уйрăмлатасси мĕнле принципа пăхăннă.
  2. Шайлаштараканнисемпе сăмахăн тымарне тупса çырăр, вăл (сăмах тымарĕ) мĕнле пуплев пайĕ пулнине палăртăр.
  3. «Эсир наци малашлăхĕшĕн сăмах тытмалли çынсем... Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ», − тенĕ Виктор Гюго. «Чăваша малашне сирĕнпе виçĕç.  Сулмаклăрах пусасчĕ Сирĕн çав тараса  çине!...» − çак сăмахсене халăх умĕнче кам тата хăçан каланă?
  4. «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен" закона хăçан йышăннă?
  5.   Чăваш чĕлхи меслетлĕхĕпе çырнă пĕрремĕш кĕнеке мĕн ятлă? Миçемĕш çулта пичетленсе тухнă? Авторĕ кам? 

Пурте тĕрĕс хуравланă ыйтусем пулмарĕç.  Сире конкурсра кашни учитель мĕн чухлĕ балл пухнине (рейтингне) кăтартакан таблицăпа паллаштаратпăр. Сертификат тĕрлĕ сăлтава пула конкурс ыйтăвĕсене хуравлама май килмен учительсене те  паратпăр.

Конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификатсем, çĕнтерÿçĕсен дипломĕсем пушăн 30-мĕш кунĕсем тĕлне хатĕр пулĕç. Дипломсемпе сертификатсене кафедрăна (310 кабинет) кĕрсе илмелле.

Тĕрĕс хуравсемпе паллаштаратпăр.

                                                                      

Интернет конкурсăн ыйтăвĕсемпе хуравĕсем >>

Интернет конкурса хутшăннисен рейтингĕ >>          

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика