Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Семинар пĕлÿлĕхе ÿстерчĕ

15:01 20 марта 2017 г.

2017 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче «Шкулта чăваш чĕлхине куçарусăр вĕрентес меслет» республика проектне пурнăçласа «Кала-ха» вĕренÿ кĕнеки тăрăх уроксем ирттерессин уйрăмлăхĕсем» темăпа меслетлĕхпе ăслăлăх семинарĕ иртрĕ. Унта 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен шкулĕсенче «Кала-ха» вĕренÿ пособийĕпе проекта хутшăнса ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Семинара Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕрентĕвĕн центрĕ йĕркелерĕ. Семинара хутшăнакансем шкулпа паллашнă хыççăн 18-мĕш лицейре чăваш чĕлхи вĕрентекен Л.К. Севрикова 1-мĕш класра «Çуралнă кун» темăпа йăлана кĕмен формăпа ирттернĕ урока пăхрĕç.

Урок çавра сĕтел тавра иртрĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе ансат калаçса тутлă кукăльпе, пылак сĕткенпе, канфет-премĕкпе хăналанчĕç. Урăкăн тĕп тĕллевĕ 1-мĕш класра вĕренекенсене чăвашла калаçса хутшăнма хăнăхтарасси пулчĕ. Вĕрентекен чăвашла пуплев хăнăхăвĕсене ачасен ăшне хывассине сăвă-юрă, тĕрлĕ хускану тата вăйă урлă туса пычĕ.

Кĕске тăхтав хыççăн «Кала-ха» кĕнекепе проекта хутшăнса ĕçлекен Çĕнĕ Шупашкар хулин чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем А.А. Такина (18-мĕш лицей) «Атьăр вылятпăр!», В.Е. Григорьева (8-мĕш шкул) «Çурхи çанталăк», О.Р. Ильина (2-мĕш шкул) «Кун йĕрки», Н.К. Игнатьева (8-мĕш шкул) «Этнер кил-йышĕ» темăсемпе ăста урокĕсем ирттерчĕç. Учительсем уроксенче вĕренĕве пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçармасăр йĕркелеме тăрăшрĕç. Вĕсем ачасене чăвашла калаçма хăнăхтарма япаласене алăпа кăтартаса, сăмахсене калаттарса ăнлантарса пычĕç, предметлă ÿкерчĕксемпе, теттесемпе, алă вылятăвĕпе, ятарлă паллăсемпе, вăйă мелĕсемпе анлă усă курчĕç.

 «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулăн пуçлăхĕ, куçарусăр вĕрентес меслете тĕпе хурса йеркеленĕ вĕренÿ пособийĕн авторĕ А.В. Блинов тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Г.Л. Никифоров семинара хутшăннă ĕçтешсемпе пĕрле уроксене сÿтсе яврĕç, вĕрентекенсен паха опычĕсене пĕтĕмлетрĕç, Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртса хăварчĕç.

А.В. Блинов «Кала-ха. Чăваш чĕлхи. 1 класс» кĕнеке пахалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Вĕренÿ кĕнекине Шупашкар хулин 10-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕсем Ю.Е. Анисимова, А.В. Егорова, Н.Р. Григорьева хатĕрленĕ ĕçсемпе хайлавсене кĕртнине, вĕсемех авторĕсем пулнине палăртрĕ.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Семинара хутшăннисем малашне çакнашкал ăста урокĕсем «Кала-ха» кĕнекепе ĕçлекен Шупашкар хулин шкулĕсенче ирттермелле тесе палăртрĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика