Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем умне çĕнĕ проректор çĕнĕ тĕллевсем лартать

16:21 07 апреля 2017 г.

2017 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 7-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем «Тăван чĕлхепе литературăна Федерацин вĕренÿ стандартне (ФГОСа) вăя кĕртнĕ тапхăрта вĕрентесси» программăпа хăйсен квалификацине ÿстерчĕç. Икĕ эрне хушши пыракан курсра вĕсем ФГОС вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессин уйрăмлăхĕсемпе паллашрĕç, çĕнĕ стандарта тивĕçтерекен урока ирттермелли технологисемпе мелсене ăса хыврĕç, стандартран тухса тăракан вĕренÿ результачĕсене пурнăçа кĕртме вĕренчĕç. 

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкар районĕн Янăш вăтам шкулĕнче «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ. Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă вĕрентекенсене шкул администрацийĕ саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унтан Шупашкар районĕн чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем:  А.М. Николаева (Чăрăшкасси шкулĕ), А.Ю. Московцева (Мăнал шкулĕ), А.В. Ишова (Тутаркасси шкулĕ), А.Е. Шишкина (Салапайкасси шкулĕ), Е.А. Майков (Кăшавăш шкулĕ) – уçă уроксем кăтартрĕç. Янăш шкулĕнче вăй хуракан В.Э.Васильева Ф. Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа урок тулашĕнчи ĕç ирттерчĕ. Вĕрентекенсемшĕн, çавăн пекех, Н.А. Фомиряков ăстаçă чăваш халăх инструменчĕсемпе ăста урокĕ ирттерни те питĕ усăллă пулчĕ.  Стажировкăна пухăннисем уçă уроксене сÿтсе яврĕç, учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен технологисене, мелсемпе ăслайсене палăртса хăварчĕç.

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче учительсем çавра сĕтел тавра институт проректорĕпе С.В. Петровăпа пухăнчĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ чухнехи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртрĕç.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли курспа пурте кăмăллă пулчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика