Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «чĕвĕлти чĕкеçсем» пуçтарăнчĕç

14:49 25 апреля 2017 г.

2017 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç – 2017» вăйă конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Уява пуçтарăннă шкул ачисене, вĕсен вĕрентекенĕсемпе ашшĕ-амăшне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн организаципе методика енĕпе ĕçлекен проректорĕ С.В. Петрова саламларĕ. Светлана Владимировна чи малтанах Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе салам сăмахĕ каларĕ, Раççей шайĕпе иртекен конкурса чăваш ачисем кăçал 14-мĕш хут хутшăннине аса илтерчĕ, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçре «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсăн пĕлтерĕшне палăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе парнесем парса «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсăн оргкомитет председателĕн заместителĕ Г.В. Степанова, предмет комиссийĕн пайташĕсем А.С. Егоровăпа Е.А. Майков саламларĕç, малалла та çитĕнÿсем тума сунчĕç. Анна Семеновна «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем хăйсем те кăçал пĕрремĕш хут «вăй виçнине» палăртрĕ, çитес çул вара шкул ачисен ашшĕ-амăшне те çак вăййа явăçтарма шут тытнине пĕлтерчĕ.

Уява Шупашкар районĕн Чăрăшкасси шкулĕнче вĕренекенсем ăста ертсе пычĕç (руководителĕ – чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ А.М. Николаева), Шупашкар хулин 10-мĕш тата 50-мĕш шкулĕсенче вĕренекенсем (руководителĕсем – Е.В. Кузьмина, А.В. Петрова, Л.В. Анисимова, О.Н. Яковлева) юрă-сăвăпа савăнтарчĕç.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика