Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн пĕтĕмлетĕвĕсем

14:41 05 мая 2017 г.

Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн тусĕсене йышăнчĕ. Фестивальте 2 конкурс иртрĕ:

1)      ÿнер ăсталăхĕн «Шевле» конкурсĕ

2)       «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс.

«Шевле» конкурс темисем çаксем пулчĕç:

1)        Хисепле эс вăрмана

       Пулăн ытарми хăна!

2)        Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕр ача амăшне пулăштăр.

3) Асанне

Пĕррехинче каçхине
Ырă чунлă асанне
Уçрĕ те шур арчине
Чĕнчĕ мана хăй патне.
Кĕмĕл тевет, мăй çыххи,
Калпак, сурпан, пиçиххи,

Хĕрле сатин кĕпесем,
Сарă хитре саппунсем,
Çут калушпа шур чăлха,
Пурçăн тутăр, ик çăмха –
Çаксене йăлт асанне
Пачĕ мана – мăнукне.

3 сехет хушши ÿкерчĕк туса ачасем хăйсен ÿнер ăсталăхне кăтартрĕç.

Фестивалĕн «Çăлтăрчăк» вăйă конкурсне хутшанакан кашни ача 5 станци иртрĕ:

«Чĕлхе – халăх мулĕ»,

«Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать»,

«Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши»,

«Илемлĕх тĕнчи»,

«Пирĕн пултарулăх».

«Чĕлхе – халăх мулĕ» станцире пĕтĕмпе 6 ыйту пулчĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, ачасем ку е вăл самаха е сăмах майлашăвĕпе предложение мĕнле ăнланнине, пуплев е грамматика йăнăшĕсене асăрхама пултарнипе пултарманнине шута илме пулăшрĕç. Малалла кашни ыйтăва уйрăммăн пăхса тухăпăр.

  1. Ыйхă вĕçет тесе хăçан калаççĕ? Ыйхă вĕçĕт тенĕ чухнехи вĕçет глагол Кайăк вĕçет предложенири пекех-и?

Ку ыйтăвăн иккĕмĕш пайне чылай ача хурав тупма пултарнă. Сăмахсен пĕлтерĕшĕ тÿрĕ е тÿрĕ марри çинчен çыракансем те пурччĕ. Ыйтăвăн 1-мĕш пайне тĕрĕс хуравлакансем  сăмах çывăрас килменнипе çыхăннине асăрхаççĕ, анчах пулăм талăкри кану хăнăхăвне пăснине курмаççĕ.

  1. Майра йĕппи сăмах майлашăвĕ мĕне пĕлтерет? Япалине ят панă чухне майра сăмахпа усă курни мĕнпе çыхăннă?

Ку ыйтăва тĕрĕс хуравлакансем çукпа пĕрех.

Хуравра майра йĕппи сăмах майлашăвĕ вырăссен булавка сăмахĕпе тан пулнине каламалла. Майра йĕппине (булавкăна) чăвашсем  урăх халăх (вырăс) хĕрарăмĕсен (майрасен) çи-пуçĕнче асăрханă. Çавăнпа булавкăна майра йĕппи тенĕ.

  1. Йăнăшсене тупса тÿрлетĕр.

Чебурашка Гена патне шăнкăравлать:

– Гена, пирĕн патне посылка килнĕ. Унта пурĕ вунă апельсин: саккăрăшĕ сана валли, тепĕр саккăрăшĕ – мана валли.

– Чим, Чебурашка тусăм, итле-ха: саккăр çумне саккăр хушсан вуннă пулмасть вĕт.

– Нимĕн те пĕлместĕп. Эпĕ хамăн сакăр апельсина çисе янă ĕнтĕ.

Ку текстра пурĕ 5  йăнăш. 3-шĕ – грамматика йăнăшĕсем:1) пирĕн патне (пирĕн пата е пирĕн патăмăра темелле);  2) сана валли (сан валли темелле); 3) мана валли (ман валли темелле). Пуплев йăнăшĕсем – 2: 1) посылка килнĕ (посылка килчĕ темелле); 2) эпĕ … çисе янă (эпĕ … çисе ятăм темелле).

  1. Вырăссем Его преследуют воспоминания тенине чăвашла епле каламалла?

Ку ыйтăва хуравлакансем сахал пулчĕç.

Хуравра Ăна тĕрлĕ аса илÿ канăç памасть темелле.

  1. Каç пулса килет предложенипе тан пĕлтерĕшлĕ пĕр предложени тупса çырăр.

Ку ыйтăва пурте тенĕ пекех хуравланă.

Хуравра  Каçалла сулăнать е Каç енне сулăнать предложенисем вырăнлăрах.

  1. Чун выртать тени мĕн тени?

Ку ыйтăва сахал ача хуравланă.

Хуравра «Килĕшет»  пĕлтерĕшлĕ темеллеччĕ.

«Çăлтăрчăк» вăйă конкурсăн тепĕр станцийĕ «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» ятлă. Ку станцире фестивале хутшăнакансем асăннă темăпа чĕнÿ реклама çырассипе тупăшрĕç. Реклама çырасси çамăл мар, тен çаванпа та-и, ытларах ĕç калав пулса тухрĕ. Калавра ачасем çут çанталăка сыхламаллине ăнлантарма тăрашнă. Чĕнÿ реклама сăвăпа çырса Охтёров Сергей, Воробьева Диана, Лубошнова Анастасия палăрчĕç:

«Çут çанталăка упра,

Хĕр-и эс е каччă!

Ан варала вăрмана

Ан хуç, эсĕ йывăçа» <…>

«Ан пăтрат чĕр чунсене

Ан ват кайăк тĕмине» <…>

«Тăван республикăн çут çанталăкне сыхласа пурăнар-ха, юратнă халăх», – тесе чĕнет Морозова Ксения. «Ырă çынсем, тантăшсем, тăван енĕн ытамне юр айĕнчи çуп-çапран айтăр пурте тасатма», – тет Сиротин Артем.

«Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» станцире сăвă çырса Воробьева Диана, Матвеева Диана, Шоклева Елена, Иванова Анна, Королева Ксения, Леонтьева Валентина, Сергеева Камилла, Мишина Ксения палăрчĕç. Жюри «атте-анне» темăпа ваттисен сăмахĕсене пĕлменни, «атте» «анне» сăмахсене кирлĕ формăра лартма пĕлменни пăшăрхантарчĕ. Литература жанрĕсем çинчен те ачасемпе ытларах калаçмалла пулĕ учительсен.

«Пирĕн пултарулăх» тата «Илемлĕх тĕнчи» станцисем акт залĕнче иртнĕ пирки конкурсантсен юрри-ташшне, сăвви фестиваль фестиваль хăнисем пурте пăхса савăнчĕç. Вăрмар районĕн Чупай шкулĕн вĕренекенĕ Иванова Анна сăвă каланă чух – пăхакансен куçне куççуль хупларĕ. Пултарулăх конкурсĕсенче Афанасьева Кира, Саванина Галина, Иванов Дмитрий, Шоклева Елена, Голыева Дарья маттур пулчĕç.

Пилĕк станци балĕсене хушнă хыççăн çĕнтерÿçĕсем тата призерсем палăрчĕç.

 

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика