Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçченĕ, «Халăх шкулĕ – Народная школа» журнал редакторĕ Прокопьева Р.П. республика конкурсĕнче çĕнтернĕ

14:16 28 сентября 2017 г.

Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви республика грантне  илме тăратнă чăвашла ал çырăвăсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Сумлă жюри хайлавсене чĕлхе сăнарлăхне, литература стильне, композицине, çавнашкалах  патриотла воспитани пĕлтерĕшне, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет аталанăвĕшĕн усăллăхне кура хакланă.

Çапла вара Римма Прокопьева çырнă «Сар хĕвел хĕрелсен» кĕнеке ал çырăвĕ «Вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă произведенисем» номинацире мала тухнă. Автор хăй каланă тăрăх, ку повеç Раççей тата совет живопиçĕ, портрет ăсти Павел Корин профессорпа унăн мăшăрĕ Прасковья Коринăн юратăвĕ, хутшăнăвĕ, çăмăл мар шăпи çинчен. Прасковья Тихоновнăна (хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова), Пушкăрт тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрне, Аслă княгиня Елизавета Федоровна Мускавра уçнă Марфо-Мариински обитель çумĕнчи шкулта ăс пухма пÿрнĕ. Çакнашкал тĕслĕх те пит интереслĕ: вăл иккĕмĕш Николай патшана «Эй, çÿлти Аттемĕр…» кĕлле чăвашла каласа тĕлĕнтернĕ. Прасковья Тихоновна хăй те ÿкерме юратнă, ку ăсталăха ăна Павел Дмитриевич Корин аталантарма пулăшнă. Анчах та паллă вырăс ÿнерçине качча тухсан чăваш хĕрĕ пĕтĕм хăйĕн пурнăçне мăшăрне халаллать.

«Сар хĕвел хĕрелсен» повеçе вулакансем 2018 çулта алла илĕç. Конкурсра çĕнтернĕ ал çырăвĕсене социаллă пĕлтерĕшлĕ чăваш литературин çитес çулта пичетлесе кăлармалли планне кĕртеççĕ. Сăмах май, ку  Прокопьева Римма Поликарповна ачасемпе çамрăксем валли çыракан авторсен конкурсĕнче туптанă иккмĕш çĕнтерÿ. Унăн «Пĕртен-пĕр юр пĕрчи» ал çырăвĕ 2015 çулта çак номинацирех мала тухнăччĕ.

БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика